Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: П. Хусанкай КК

Культура

Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.

Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен.

И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ.

Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та